Коммерци банкӗнче ӗҫлекен, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл брокер сайтӗнче укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнӗ.
Хӗрарӑм авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа чӳкчен брокер сайтне укҫа хывма шантарнӑ "специалиста" укҫа куҫарса тӑнӑ. Пӗтӗмпе - 150 пин тенке яхӑн. Кӗҫех лешӗ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ хӑйне улталанине тинех ӑнланнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 42 ҫулти хӗрарӑм та ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл палламан ҫынна 700 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хай вӑл ниҫта та ӗҫлемест.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра ОРВИпе чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 4-мӗшӗччен 8367 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, 32 процент нумайрах.
Чирлекенсем ытларах - Шупашкарта, Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар районӗсенче, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Ҫӗмӗрлере.
Чӑваш Енри икӗ хулара тата пӗр посёлокра шкулсем тума тытӑнӗҫ. Вӗсем Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Кӳкеҫре пулӗҫ.
Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, заявкӑсене кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫей Вӗренӳ министерстви ырланӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсене тума хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрса панӑ. Виҫӗ объекта 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен туса пӗтермелле.
Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонти химипе физика профильлӗ, 1400 ача вӗренмеллӗх шкула 3-мӗш строительство тресчӗ хӑпартӗ; Ҫӗнӗ Шупашкарти гуманитари профильлӗ, 1100 вырӑнлӑх шкула — «Старатель» строительство компанийӗ; Кӳкеҫри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 825 вырӑнлӑх шкула — Чӑваш Енӗн ипотека корпорацийӗ.
Атӑл пӑрӗ ҫинче пулӑҫсен сезонӗ пуҫланнӑ. Паян чутах 33 арҫын пӑр катӑкӗ ҫинче ларса кайман.
Пулӑҫсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, ГЭС патӗнче, пулӑ тытса ларнӑ. Тӑрук пӑр катӑлнӑ та шыва май юхма пуҫланӑ. Ҫав пӑр катӑкӗн серепине 30 пулӑҫ лекнӗ.
Ҫалавҫӑсем патне 10 сехетре хыпар ҫитнӗ. Пулӑҫсене ҫӑлма Ҫӗнӗ Шупашкарти, Сӗнтӗрвӑрринчи тата Шупашкарти ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ.
11 сехетре 33 пулӑҫа ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта маршрутка инкеке лекнӗ. Салонти пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, аманнӑ.
Инкек Терешкова тата Винокуров урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкекшӗн ҫӑмӑл машина айӑплӑ. «Кашкай» автомобиль водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухнӑ чухне «Рено» машинӑна ирттерсе яман. «Рено» автомбиль ҫавна пула маршрутка ҫине пырса ҫапӑннӑ.
Пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, хытах аманса пӗтнӗ. Ӑна больницӑна ӑсатнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫуралнисене тӗрленӗ кипке парнелесси йӑлана кӗнӗ. Ку акци пирӗн республикӑра виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Ҫак кун ҫуралнисем "Тӗрӗре ҫуралнисем" акцие хутшӑнакансем пулса тӑраҫҫӗ.
Кӑҫал чӳкӗн 26-мӗшӗнче пепкелӗх центрӗнче 10 ача ҫуралнӑ: 6 арҫын ачапа 4 хӗрача.
Ҫӗнӗ Шупашкарти перинаталь центрӗнче 5 пепке кун ҫути курнӑ. Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралнисене пурне те чӑваш тӗрриллӗ кипке парнеленӗ.
Паян ҫӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ общежитире пушар пулнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ҫын вилнӗ. Анчах кам вилнине палӑртман: унта пурӑннӑ 90 ҫулти кинемей е унӑн ывӑлӗ.
Пушар Винокуров урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫулӑм 4-мӗш хутри общежитире тухнӑ. Ҫав пӳлӗмре ватӑ амӑшӗпе ывӑлӗ кун кунланӑ.
Чӑваш Енри муниципалитетсен ертӳҫисен ӗҫне соцсетьсем тӑрӑх хаклама тытӑнӗҫ. Кун пирки республика Этеперӗ Олег Николаев ҫак эрнере ирттернӗ канашлура асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Хамӑр енчен ҫакна палӑртмалла: влаҫ органӗсен тӗнче тетелӗнче хастар пулмалли пирки федераци шайӗнчех йышӑннӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче патшалӑх тата вырӑнти хай тытӑмлӑх органӗсен ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ 270-мӗш номерлӗ саккуна улшӑну кӗртрӗҫ.
Пирӗн республикӑра тӳре-шаран соцсетьсенчи хастарлӑхне кашни квартал вӗҫленмессерен хак парӗҫ.
Паянхи куна илсен муниципалитетсен мӗнпур ертӳҫин аккаунтсем пур. Вӗсем пуҫлӑхсене халӑхпа тӳрӗ диалог йӗркелеме тата аудиторипе ҫывӑх пулма пулӑшаҫҫӗ.
Хула ертӳҫисенчен Ҫӗмӗрлери Валерий Шигашев, Улатӑрти Денис Трифонов, Ҫӗнӗ Шупашкарти Дмитрий Пулатов, Шупашкарти Денис Спирин; районсенчен Тӑвайӗнчи Владимир Михайлов, Ҫӗрпӳри Сергей Беккер, Вӑрнарти Андрей Тихонов уйрӑмах хастар.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекен ҫула май каякан машинӑра вырӑн йышӑнса хурас тенӗ. Анчах вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ.
Хӑйӗнпе водитель тесе паллаштарнӑ ҫын ссылка ярса панӑ, хӗрарӑма ун ҫине пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗрентекен ӑна итлесе хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене те ҫырнӑ. Ҫапла унӑн счечӗ ҫинчен 6 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ, халӗ Питӗр ҫывӑхӗнчи хулара пурӑнакан 25 ҫулти арҫын. Вӑл урӑх ҫынсем ҫине регистрациленӗ электронлӑ енчӗксемпе усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти "Атӑл" кинотеатра юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 20 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ.
Кинотеатра юсама пӗтӗмпе 40 млн тенкӗ кирлӗ. Проектпа смета документацийӗ экспертиза витӗр тухнӑ. Тепӗр 20 млн тенкине Финанс министерстви уйӑрӗ.
Аса илтерер: кинотеатра 4 ҫул каялла хупнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫнӑ, кайран - каялла. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, хула харпӑрлӑхӗнче чухне ҫынсем кинотеатр шӑпине хӑйсем татса пама пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |